Салам.
"Ӗҫ ялавӗ" хаҫата
Килӗшӳллӗ вулама
Сӑнарлать вӑл пит ӑста
Темӗн тӗрлӗ пулӑма.
Районта та кӳршӗре
Юратаҫҫӗ хаҫата.
Пӗтӗмпех вӑл пӗлтерет.
Тӗрлӗ енлӗ кӑтартать.
Камӑн паллӑ ҫул, пӗлен,
Кам ӗҫре маттур иккен,
Кам чупассипе малта,
Кам кӗрешӳре тата.
Ак паян ҫуралнӑ кун
Саламлатӑп чӗререн
Вулаканӑн шучӗ ун
Вӗҫӗм ӳстӗр ҫулсерен.
Хаҫатри ӗҫченсене
Ҫак паянхи уявпа
Ыр сунса, хисеплесе
Ҫыртӑм эп ҫак салама.
Галина Столярова, Стрелецки ялĕ