Новости Чувашия
MAX ·
Надежда Серебрякова: САЛАМ, ПӖРРЕМӖШ АПРЕЛЕ!
🥰🥰🥰🥰🥰🥰
Салам, пӗрремӗш апреле!
Тӗнче ҫуталчӗ темелле.
Юр юлчӗ саплӑкӑн кӑна -
Кайӑк сасси уҫать чуна.
Шӑнкӑр юххи васкать инҫе,
Ачаш шевле куҫне хӗссе
Сунать пире ҫурхи хавас -
Тунсӑхӑма хамран хвалас.
Уҫсан яри кантӑкӑма -
Кӑчӑк туртать урамалла.
Ҫур варкӑшӗ - кӑмӑл тулли,
Йӗри-тавра хӗвел кулли.
Кӗҫ папкаланӗҫ йывӑҫсем,
Ҫеҫке те ҫурӗҫ чечексем.
Пурнӑҫ тӗшши - ҫак илемре...
Салам, пӗрремӗш апреле!
01.04.2026
