️«Хыпар» Издательство çуртне Дмитрий Моисеев ертсе пырĕ
Çакăн çинчен калакан хушăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов алă пусса çирĕплетнĕ.
Дмитрий Моисеев журналист ĕçне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ вăхăтрах пуçăннă. 2006 çулта вăл «Çамрăксен хаçатĕнче» ĕçлеме тытăннă. Икĕ çултан ăна редактор тивĕçне шанса панă. 2009 çулта Дмитрий Андреевич университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.
2016-2024 çулсенче Дмитрий Моисеев «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн - тĕп редакторĕн заместителĕнче ĕçленĕ, 2024 çултан вара Чăваш Республикин Медиацентрне ертсе пынă.
Ӗҫтешӗмӗре ӑнӑҫу сунар.