🌤️ЧУН ЮРЛАТЬ ҪУРА КӖТСЕ
Сывӑ пул, нарӑс тӑманӗ,
Шурӑ шупӑрлӑ вӑрман,
Кӗрт хывса лартан урамӗ -
Кӑмӑлу хаярччӗ сан.
Хавалу пӑтранчӑк, шухӑ,
Юлашки вӑйна пухса
Тустаратӑн урӑм-сурӑм -
Хӗл иртнишӗн хурланса.
Ывӑнчӗ вӗҫсе шур мамӑк,
Ҫул парсам ҫуркуннене!
Ҫынсене хӗрхен пӗр авӑк,
Ҫирӗп шухӑшлӑ хӗлле!
Хавас кӑмӑллӑ пуш уйӑх
Ярса пусрӗ урине.
Хыҫа юлтӑр чӗмсӗр тунсӑх,
Чунӑмра ҫурхи шевле!
Хӗл хӑварчӗ ырӑ туйӑм -
Мамӑкӗ юлать вӗҫсе.
Ҫутҫантӑлӑкӑн пӗрчи эп -
Чун юрлать ҫура кӗтсе.
Сăвви Надежда Серебряковăн (Палтай тăpăxĕ), сăн ÿкерчĕкĕ Валентина Якунинăн (Мучар тăpăxĕнчен). 🙏☀️